Чӑваш Енре иртнӗ ҫул патшалӑх служащийӗсен ӗҫ укҫийӗ 6 процент хӑпарнӑ. Кашни пуса шутлакан ҫын ку хыпара тарӑхса йышӑнать пулӗ. Анчах вӗсен ӗҫ укҫийӗ ӳсни портфельлисен йышне чакарнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсен шучӗ 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи 5,4 пинтен 5,2 пин юлнӑ. Ӗс укҫин фондне малтанхиллех хӑварнине кура вӑтам шалӑва ӳстерме май килнине республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Дмитриев пӗлтернӗ.
Патшалӑх служащийӗсене юлашки хутчен шалӑва 2013 ҫулта ӳстерсе панӑ. Унтанпа вӗсен оклачӗ улшӑнман. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, федерацин Атӑлҫи округӗсемпе танлаштарсан пирӗн патри тӳре-шаран шалӑвӗ пысӑк мар.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Виталий Емельянова ӗҫрен кӑларнӑ. 145-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ.
Виталий Емельянов биографине уҫӑ ҫӑлкуҫсенче тупма май килмерӗ. Министр ҫумӗнче вӑл 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе тӑрӑшни паллӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче летчиксен Ӗрӗнпурти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ. Летчик-инженер пулнӑ май хӗсметре 1982—1995 ҫулсенче тӑни паллӑ. Виталий Емельянов 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна мӗн сӑлтавпа должноҫрен хӑтарнине официаллӑ йышӑнура каламан.
Чӑвашавтотранс валли пуҫлӑх шыранӑ. Ку тӗлӗшпе конкурс ирттернӗ, анчах унта никам та ҫӗнтермен. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса ҫӗнӗрен йӗркелӗҫ.
Ҫакӑ паллӑ: Чӑвашавтотранс ертӳҫин тилхепине йышӑнассишӗн виҫӗ кандидат кӗрешнӗ. Вӗсем конкурс комиссине мӗнпе тивӗҫтерменни паллӑ мар.
Тӗрӗссипе, конкурсӑн нарӑсӑн 14-мӗшӗнчех иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна каярах куҫарнӑ, мӗншӗн тесен комисси пайташӗсем ӑнланмалла сӑлтавсене пула конкурса ирттерме килеймен. Хальлӗхе предприятие Михаил Арзамасов вӑхӑтлӑха ертсе пырать. Унчченхи пуҫлӑх Сергей Аказеев тӗлӗшпе шалу тӳлеменшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Министра ӗҫрен мӗншӗн кӑларни пирки каламан. Анчах ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче тепӗр хушу алӑ пусни пирки пӗлтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслаҫҫӗ. Ҫакна вӑл Чӑваш Еншӗн чунне парса тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Каласа хӑварар: Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, унччен усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулнӑ Владимир Иванов ЧР транспорт министрӗн пуканне йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Владимир Иванов 1974 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра истори факультетӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл «Антей-сервис» тата «Кодак-экспресс» фотоцентрсенче ӗҫленӗ.
2012–2013 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн канашҫи пулнӑ. 2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗленӗ. Владимир Иванов арӑмӗпе пӗрле икӗ ачана воспитани парать.
Юлашки вӑхӑтра республикӑри ялсенче ҫӗнӗ йышши фельдшерпа акушер пункчӗсем ҫине тӑрса уҫма пуҫларӗҫ. Модульлӗ шутланакан ҫавӑн йышши пункта, ас тӑвасса, Шупашкар районӗнче муниципалитета Анатолий Князев ертсе пынӑ чухне пуҫласа туса лартнӑччӗ. Хӑвӑрт ҫӗкленекен меслетпе тӑвакан ФАПсене юлашки ҫулсенче республикипех хута яраҫҫӗ. Чӑваш Енре, сӑмах май каласан, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалли программа ӗҫлет. Анчах, шел те, тепӗр чухне кадр ыйтӑвӗ сиксе тухать.
Шупашкар ҫумӗнчи Ҫӳлтикассинче те ҫӗнӗ ФАП пур иккен. Анчах унта штатпа пӑхнӑ ӗҫчен ҫук. Капла йывӑрлӑх пурӗ тӑватӑ ФАПра. Ку хыпара муниципалитетӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетмелли канашлура унти пачӑшкӑ пӗлтернӗ. Кӑлтӑкшӑн Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкар район пульницин тӗп врачӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Елена Петрована хытах хурланӑ.
Чӑваш Енри ачасен правине Елена Сапаркина хӳтӗлӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ пулма ӑна ӗнер ҫирӗплетнӗ. Кандидатурӑна Чӑваш Енӗн парламенчӗн ӗнерхи черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ.
2015 ҫулхи раштавранпа Елена Сапаркина республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, унччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тепӗр кандидат та пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче математика учителӗнче тӑрӑшакан Сергей Беккер. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулма ӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сӗннӗ.
Елена Сапаркина хӑйӗн профессийӗ унччен те ачасемпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче тӑрӑшнӑскер ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессипе те вӑл тимленӗ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ пиллӗкмӗш сессийӗ иртрӗ. Правительство ҫурчӗ умӗнче пӗр арҫын плакатпа кӗтсе тӑнӑ. Ҫул кӑтартас тӗллевпе мар. Арҫын: «Хочу быть уполномоченным по правам родственников Игнатьева» (чӑв. Игнатьев тӑванӗсен прави енӗпе уполномоченнӑй пулас килет)», — тесе ҫырнӑ хутпа саркаланнӑ.
Александр Белов журналист хыпарланӑ тӑрӑх, полицейскисем акци тӗллевӗпе кӑсӑкланнӑ. Юрий Сидоров ятлӑ оппозиционер влаҫа тӑвансем йышӑннине хирӗҫҫине депутатсене кӑтартас шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Маларах «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин депутатне Игорь Молякова яваплӑ должноҫе педагогикӑри опытсӑр ҫынна, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне Елена Сапаркинана, сӗнни тӗлӗнтернине эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Хыпар» издательство ҫурчӗн» тӗп редакторне кама лартассине пӗлтерни пирки пирӗн сайтра хыпар пулчӗ ӗнтӗ. Министерствӑра ҫак вырӑна «Тӑван Ен» хаҫатӑн тӗп редакторне Татьяна Вашуркинӑна шанса пани пирки хыпарланӑ.
Хаҫатӑн вӑрӑм кун-ҫулӗнче ытларах арҫынсем ертсе пынӑ. Революци умӗнчи тапхӑрта та, влаҫа советсем ярса илнӗ хыҫҫӑнхи пӑтранчӑк вӑхӑтра та, вӑрҫӑ ҫулӗсенче те. «Коммунизм ялавӗ» ятпа тухса тӑракан вӑхӑтра та тӗп редактор тилхепине арҫынсем тытса пынӑ. «Хыпар» хаҫат кун-ҫулӗнче Татьяна Вашуркина виҫҫӗмӗш хӗрарӑм-редактор пулӗ. Унччен маларах, 1918 ҫулхи ҫурла-авӑн уйӑхӗнче, Гаврилова Агафья Гавриловна йышӑнни паллӑ. Кун пирки чӑваш энциклопединче те пӗлме пулать. Шел те, вӑл хӑй вӑхӑтӗнче ку тивӗҫе нумай пурнӑҫлайман — 3 номер кӑна кӑларма пултарнӑ. 1906 ҫулта хаҫатӑн редакторӗ пек тепӗр хӗрарӑм ҫырӑнса юлнӑ — Николаева (Кармачева) Агафия Алексеевна. Вӑл вара пӗр номер кӑна калӑплама ӗлкӗрнӗ.
Хӑш-пӗр ҫынна мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пыратӑн, ҫавӑн чухлӗ нумайрах тӗлӗнетӗн. Ларнӑ е тӑнӑ ҫӗрте шак хытарса лартаканни — икӗ питлӗх. Этем хӑй чӗлхине ирӗке янине ӑнланмалла пулӗ-ха: пӗр-пӗрин ҫинчен калаҫасси такамӑн та пулать. Ют ҫынна кӑна мар, тӑван-пӗтене, ҫывӑх пӗлӗш-юлташа та тепӗр чух «шӗкӗлчетпӗр». Анчах, паллӑ ӗнтӗ, чунтан курайманлӑхпа мар, ҫав самантра тарӑхнипе-кӳреннипе. Капла чухне усал тӑвас шухӑш, курайманлӑх, тытса ҫурма хатӗрленни, пуринчен пахи — икӗ питлӗх — ҫук.
...Ку хыпара сумлӑ вырӑнта тӑрӑшакан пӗлӗшӗм каласа кӑтартнӑччӗ. Вӗсен ӗҫӗнче пуҫлӑх ылмашнӑ. Пысӑкрах ӗҫе куҫаканскере ӑсатма пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑннисем тупӑшса тенӗ пек ӑшӑ сӑмах каланӑ. Ыттисене хӑратса пурне те пусӑрӑнтарма юратакан кӑмӑлӗшӗн тарӑхнисемех ертӳҫе ҫӗр тӗрлӗ сӑмахпа ырланӑ-мухтанӑ. «Сирӗн пеккине ӑҫтан тупӑпӑр? Сирӗн вырӑна кама лартӗҫ ӗнтӗ? Эсир пире сахал мар ырӑ тунӑ», — пурнӑҫри чи пысӑк ҫухатӑва тӳснӗн пуринчен ытла чанкӑлтатнӑ пуҫлӑхсене куҫ умӗнче йӑпӑлтатса куҫ хыҫӗнче кӑшлакан Мария Петровна (ятне, паллах, ылмаштартӑм).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ. | ||
| Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |